Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхӗ

Ял пурнӑҫӗ

Мирлӗ пурнӑҫри хирӗҫ-тӑрусем миҫе ҫемьене хуйхӑ илсе ҫитермен-ши! Чечняри те сахал мар ҫамрӑк пурнӑҫне ытла та ир татрӗ. Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхӗнчи Бычковсене те ҫак хуйхӑ пырса ҫапнӑ. Асӑннӑ районта йӗрке хуралӗнче ӗҫлекенскер Чечняна ӗҫпе кайнӑ, унта пуҫ хунӑ.

Тӑван шкулӗ Леньӑна манмани пирки эпир хыпарланӑччӗ http://www.chuvash.org/news/6279.html. Вӑл вилнӗ кун унта анлӑ спорт мероприятийӗ ирттерме йышӑннӑ. Ӑмӑртӑва 7–11-мӗш классенче вӗренекенсене явӑҫтараҫҫӗ. Хӑйсен шкул ачисене кӑна мар, ытти шкултан та чӗнеҫҫӗ. Пилӗк ҫынтан тӑракан ушкӑна 3 яшпа 2 хӗре кӗртме палӑртнӑ. Бычкова асӑнса йӗркелекен спорт мероприятине Леня вилнӗ кун, авӑнӑн 16-мӗшӗнче, ирттерӗҫ.

 

Чӑрӑшкасси пӗви. 2006, утӑ, 31.
Чӑрӑшкасси пӗви. 2006, утӑ, 31.

Шупашкар районне кӗрекен ял тӑрӑхӗсем те, хӑш-пӗрисемсӗр пуҫне, уяр ҫанталӑка пула йывӑрвӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ. Сӑмахран, Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхне кӗрекен ялсенче те шыв уҫлакан башньӑсем чӑтаймаҫҫӗ. Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнине пула шыв ҫитми пулнӑ. Ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ: «Шыв пурне те кирлӗ, ҫынсене те, ӳсентӑрансене те, выльӑх-чӗрлӗхне те. Насусӗсем чӑттӑрччӗ ҫеҫ», — тет.

Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхӗнчи лару-тӑру ҫакнашкал: кӑҫалхи ҫанталӑка пула ҫӑлсем типсех ларнӑ. Ҫырма таврашӗнчи пӗвесем те малттанхи шая ҫитеймеҫҫӗ. Чӑрӑшкассинчи ҫырмара 1985-86 ҫулсенче бетон ҫаврашкасем ярса ҫӑл тунӑ пулнӑ. Вӑл ҫӑла Дмитрий Серебряков ҫине тӑнипе алтнӑ, вырнаҫтарнӑ. Пурӑна киле, ялсенче шыв салатакан колонкӑсем ӗҫлеме тытӑнсан, ҫак ҫӑл пирки халӑх маннӑ. Кам утас килтӗр ӗнтӗ ҫырмана? Малтан унти шыва ӑсма халӑх утатчӗ. Халӑхӑн авалхи йӑлипе ҫӗнӗ мӑшӑра шыв ҫулӗ пуҫлама илсе кайни те пулнӑ.

Кӑҫал ҫак ҫӑла каллех чун кӗчӗ темелле. Халӗ унта халӑх бидонсемпе те витресемпе шыв ӑсма ҫӳрет. Колонкӑсем шыв парсах кайман чухне вӑл чухах пулчӗ.

Малалла...

 

Юланутҫӑ-пикесем
Юланутҫӑ-пикесем

Ҫак вӑхӑтра чӑваш мӗн ӗлӗкрен ҫурхи ака ӗҫӗсене вӗҫлесе ҫӗр-аннемӗре туй туса панӑ. Хӑй савӑннинчен ытла ҫӗр савӑнтӑр тесе тӑрӑшнӑ — ӑна халалласа «Аки-сухи» юррине юрланӑ. Ҫӗре пӗтӗлентернӗ хыҫҫӑн тапса-сиксе ташлама юраман, хӗрсемпе каччӑсем ушкӑн-ушкӑн карталанса вӑййа тухнӑ, пурнӑҫа, ҫӗре-шыва мухтаса юрӑ юрланӑ. Паллах, пӗринчен тепри маттуртарах, пӗринчен тепри хитререх пулас килнӗ ҫак туйра: хӗрсемпе арӑмсем чи хитре тумсем тӑхӑнса пынӑ уява, маттур яш-кӗрӗм тӗрлӗ ӑмӑртура вӑй виҫнӗ. Тӑван халӑхӑн ҫак сӗм авалхи ырӑ йӑли халичченех упранса пыни тем пекех хаклӑ. Вӑл ҫамрӑксене чӑвашлӑх тӗнчипе ҫыхӑнтарать. Вӑйӑ кӑна-и? Вӑйӑ вӗҫҫӗн ҫеҫ нимле йӑла та тытӑнса тӑраймасть. Ӗҫре малта пыракансене чыслани пысӑк витӗм кӳрет. Ҫын ҫинче ырӑ сӑмах илтни ылтӑнран та хаклӑрах.

Ҫӗртмен 5-мӗшӗнче Кӳкеҫри «Хӗвеллӗ» уҫланкӑра Шупашкар район ҫыннисем 2010 ҫулхи Акатуя пухӑнчӗҫ. Ӑна кӑҫалхи ҫул вӗрентекен ҫулталӑкӗ пулнине, Аслӑ ҫӗнтерӳ тунӑранпа 65 ҫул ҫитнине, Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 90 ҫул ҫитнине тата чӑваш поэзийӗн классикӗ К.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 27

1911
113
Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1918
106
РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ.
1950
74
Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
46
Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ